Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Новости

10.04.2018
Чӑваш театрĕн Питĕр хулинчи гастролĕ вĕҫленчĕ
Чӑваш театрĕн Питĕр хулинчи гастролĕ вĕҫленчĕ
Лайӑххин те вĕҫĕ пулать теҫҫĕ. Ҫаплах ĕнтĕ, акӑ чӑваш театрĕн Питĕр хулинчи гастролĕ те вĕҫленчĕ. Ака уйӑхĕн 9-мĕшĕнче "Литейнӑйри" театрта Арсений Тарасовӑн "Туя туй пек тӑвар-и" камичĕ хупрĕ ӑна.
Театршӑн та, йӑхташсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ ҫакӑ. Коллектив хӑйĕн пултарулӑхĕ иксĕлми пулнине, чӑвашсем, кирек ӑҫта пулсан та, тӑван культурӑшӑн, йӑла-йĕркешĕн тунсӑхланине ҫирĕплетрĕҫ.
Спектакль вĕҫленсен те куракансем артистсене сцена ҫинчен чылайччен ямарĕҫ, "маттур, маттур!" тесе хавхалантарчĕҫ, тӑвӑллӑн  алӑ ҫупрĕҫ.
Театрӑн директорĕн тивĕҫĕсене пурнӑҫлакан Юрий Владимиров куракансене спектакльсене пырса курнӑшӑн тав турĕ, Питĕрти чӑваш наци культура автономийĕн председательне Владимир Живова - гастроле йĕркелеме пулӑшнӑшӑн.
Лариса Тумашкова, вĕрентекен: 
- Мӑшӑрӑм - ҫар врачĕ, ҫавӑнпа унпа пĕрле ҫичĕ регионта пулма тиврĕ. Пилĕк ҫул каялла Питĕрте тымар ятӑмӑр. Кунта чӑваш ентешлĕхĕпе ҫывӑхлантӑмӑр. Чӑваш театрĕ гастроле килни пысӑк уяв пулчĕ. Пĕлетĕр-и, эпĕ 26 ҫул чӑвашла спектакль пӑхманччĕ. Мĕн тери савӑнтӑм.
Алиса Павлова, Элĕк районĕ, Йӑлкӑш ялĕ:
- Тавах артистсене. Чӑн чӑн асамҫӑсем вĕсем. Ĕнер  К. Иванов ҫинчен пӑхнӑ чухне йĕртсе пĕтерчĕҫ, паян ӑш ыратиччен култарчĕҫ. Татах кĕтетпĕр вĕсене.
 
Михаил Игнатьев обратился с ежегодным Посланием Государственному Совету и народу Чувашии
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Послание Главы Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф