Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Новости

12.04.2018
Чӑваш театрĕ Питĕр хулинчи культура кунĕсене пуянлатрĕ
Чӑваш театрĕ Питĕр хулинчи культура кунĕсене пуянлатрĕ

Питĕр хулинчи Чӑваш наципе культура автономийĕ (ертӳҫи В.М. Живов), ку хулари Нацисен ҫурчĕ тӑрӑшнипе 12 ҫул иртнĕ хыҫҫӑн тепĕр хут К. Иванов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх академи драма театрĕн спектаклĕсене ку историллĕ хулара кӑтартма май килтерчĕҫ.
Чӑваш культура кунĕсем пынӑ май, ака уйӑхĕн 8, 9-мĕшĕсенче "НА ЛИТЕЙНОМ" театрĕнче паллӑ театр хӑйĕн чи лайӑх икĕ спектакльне кӑтартать.
Ĕнер, ака уйӑхĕн 8-мĕшĕнче И.С.Максимов-Кошкинскин "Вĕри юнлӑ ҫемҫе чун" спектакльне курма Питĕрте пурӑнакан пирĕн ентешсем, театра юратакансем чылайӑн килчĕҫ.
Чӑваш наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Михайлович Живов каланӑ тӑрӑх, кунти чӑвашсем хамӑрӑн тӑван культурӑшӑн, чĕлхешĕн тунсӑхлаҫҫĕ. Вĕсем Вера Кузьминана, Нина Яковлевӑна тата ытти талантлӑ артистсене чунтан хисеплесе кĕтеҫҫĕ.
Чӑваш театрĕ килни кунти пирĕн культура кунĕсене питех те пуянлатрĕ.
Паян вара "Литейнӑйра"- Арсений Тарасовӑн "Туя туй пек тумалла" камичĕ.
Питĕрсем кунта та йышлӑн килессе шанас килет. 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс - службин ертӳҫи.

Михаил Игнатьев обратился с ежегодным Посланием Государственному Совету и народу Чувашии
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Послание Главы Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф