Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Новости

01.02.2019
Амăшĕ ывăлне кăмака яшки çиме чĕннĕ
Амăшĕ ывăлне кăмака яшки çиме чĕннĕ
                Амăшĕ ывăлне кăмака яшки çиме чĕннĕ

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Петр Садовников сцена çине тухнăранпа 25 çул çитнине халалланă «Сан ятупа» пултарулăх каçне йыхравларĕ. Унпа хăнасем пуçтарăниччен тĕл пултăмăр.
— Куракансен юратăвне çĕнсе илме пĕр пичке тар кăлармалла. Театра юратакансем артиста унăн сăнарĕ урлă килĕштереççĕ-çке. Çăмăл машина рулĕ умне лариччен общество транспорчĕпе çÿреттĕм. Çынсем тав сăмахĕ те калатчĕç, критиклетчĕç те. Чуна парса калăпланă сăнар куракан асĕнче юлатех, — пуçларĕ вăл калаçăва.
Пурнăçăн тÿнтер енĕсене кăтартакан рольпе кураканăн чунне тыткăнлама йывăртарах вĕт. Акă, тĕслĕхрен, «Анисса» драмăри /А.Кăлкан/ таркăн Иван е «Чикагăри кукаçи пурлăхĕ» камитри /В.Ляпин/ килсĕр- çуртсăр Сергей Ильич сăнарĕсенех илер.
— Усал сăнарта та лайăххине курма тăрăшмалла. Тĕшшине тупсан кăна куракан çак роле йышăнать. Ăна шеллеме те, каçарма та пултарать.
Мускаври М.Щепкин ячĕллĕ театр училищинче вĕреннĕ чухнех артистшăн пысăк тата пĕчĕк роль çуккине ăша хывнă. Раççей халăх артистки Тамара Лякина профессор çакна тĕрлĕ тĕслĕхпе çирĕплетнĕччĕ. Чăваш театрĕн 100 çулхи юбилейĕнче Мускава гастроле кайсан тĕл пулнăччĕ унпа. Спектакль курма килнĕскер мана ыталаса илчĕ.
Сцена çинчи сăнар киле пĕрле пырса ыйха татмасть-и?
— Вăл, паллах, тÿрех ăшран тухса каяймасть. Спектакль вĕçленсен артистăн, тĕслĕхрен, йĕме е кăшкăрма тÿрех чарăнмалла. «Сăнартан пĕр самантрах уйрăлма пулать» тени вара — ултав.
«Чечек ăшĕнчи çурт» спектакльте /Н.Угарин/ йывăр шăпаллă наркомана Марка выляттăм. Унăн амăшĕ вилнĕ, ашшĕ урăх хĕрарăма юратнă. Çапах юлашкинчен пурнăç хакне ăнланса илет-ха вăл. Çакăн хыççăн киле кайсан та лăпкă çывăраймастăмччĕ.
Е ирхине вăрансанах шухăша килнĕ сăнар канăç памасть. Сăмахран, «Шухă вырăнта» ĕçри /А.Островский/ манăн сăнар — Миловидов купса — ахаль хĕре юратать. Пиччĕшĕн арăмĕ ăна савнийĕнчен сивĕтес тесе суя сăмах сарать. Пурнăç пăтранать... Çапах, манăн шухăшпа, чăн юрату пуянлăхра мар. Пуян çынсем телейлĕ пулнине сайра куратăп.
«Турă пÿрмен юрату» спектакльте /Н.Угарин/ Петĕр сăнарĕпе сцена çине тухаттăм. Юлашкинчен хайхискер юратнă хĕрне кĕвĕçсе унăн савнине çĕçĕпе чикет. Çав ĕçре хамăр ялти аслисемпе калаçма пĕлмен, кĕçĕннисене кÿрентерекен тирпейсĕртерех çамрăка евĕрлеме шухăш тытрăм. Йăмăк çак спектакле курнă хыççăн Петĕрĕн хăтланăвĕсем урлă пĕлĕшне уйăрса илчĕ.
Ватă çынсен сăнарĕсемпе кураканăн кăмăлне тупма çăмăл пулчĕ-и?
— Юратăва парăннă çамрăксен сăнарĕсене пĕр вĕçĕм выляма çук. «Килех килчĕ тур çырни» спектакльте /А.Пăртта/ ватă çын Сантăр сăнарĕпе пĕрремĕш хут сцена çине тухрăм. Эх, тăрмашма тиврĕ! Сцена çинчи рольсем пурнăçра тĕл пулнине, вĕсене курма-сăнама пĕлмеллине Мускаврах вĕрентнĕ. Унсăр пуçне старикпе старик пĕрешкел мар. Ăна пĕр спектакльтен теприне куçарни артиста чыс кÿмест. «Туя туй пек тăвар-и?» камитре /А.Тарасов/ выляма хатĕрленнĕ чухне ачалăха таврăнса лаша витине пуçтарăнакан ватăсене куç умне кăларма, вĕсен хăтланăвĕсене, калаçăвне аса илме тăрăшрăм. Сăнара пĕрчĕн-пĕрчĕн мозаика майлă пуçтармалла, çав вăхăтрах чĕрĕ туса кăлармалла-çке.
— «Куккуклă сехет» ĕçри /М.Карягина/ Иккĕмĕш Кени сăнарне калăплас тесе эсĕ ытлашши килограмсенчен хăтăлнă тенине илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-и?
— Хăй вăхăтĕнче «Атте мана шур пÿрт лартса парас тенĕ» спектакльте /Н.Сидоров/ вун тăватă çулти ачана выляттăм. Ун чухне тăхăр килограмм чакнăччĕ.
«Куккуклă сехет» драмăпа ĕçленĕ чухне те начарланма лекрĕ. Чи малтанах, режиссер пилĕк таран çарамасланса тухма каланăччĕ. Куракана хырăм усăннине кăтартас килмест вĕт. Иккĕмĕшĕнчен, спортпа туслă пулни пулăшрĕ. Эпĕ тĕрлĕ хускану тăватăп, бассейна çÿретĕп. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.
20 февраля – Послание Президента России Федеральному Собранию
Послание Главы Чувашии
Послание Президента России Федеральному Собранию
2019 год - Год театра в России
Культура. Гранты России
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф