Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Новости

01.02.2019
Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров куракансене пухрĕ
Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров куракансене пухрĕ

 

 

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕ Раççейри Театр çулталăкне пултарулăх тата юбилей каçĕсемпе кĕчĕ: кăрлачăн 25-мĕшĕнче ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Петр Садовников сцена çине тухнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнине уявларĕ, тепĕр тăватă кунран Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров куракансене пухрĕ.

Канаш районĕнчи Энтрияль каччи сцена валлиех çуралнă тейĕн. Унра пурте — сăн-пичĕ те, Турă панă пултарулăхĕ те, интеллигентлăх та… — пур. Çакна учительсем Слава шкулта вĕреннĕ вăхăтрах асăрханă, вырăнти пукане театрĕн ĕçне явăçтарнă. Çавăнпа алла аттестат илсен мĕнле професси суйласа илесси пирки пуçа ватма кирлех пулман, çамрăк Чăваш патшалăх пукане театрне çул тытнă. Çулталăкран çара — Тинĕс-çар флотне — илнĕ. Çартан таврăнсан ăна К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне ĕçе илнĕ. Унтанпа 38 çул хыçа юлнă. Çак тапхăрта Вячеслав Викентьевич чăваш, вырăс, чикĕ леш енчи авторсен 100 яхăн спектаклĕнче тĕп, характерлă сăнарсене калăпланă, ахаль артистран Чăваш халăх артисчĕ таран çĕкленнĕ.
Пĕрремĕш ĕçĕ вара Анатолий Чебановăн «Праски инке хĕр парать» камитĕнчи Алеша ролĕ пулнă. Юбилей каçĕнче халăх юратакан артист сцена çине çĕнĕ рольпе — Владислав Николаевăн «Чуххăм Ванькка авланать — кай-кай-кай…» камитĕнчи Кури тете сăнарĕпе — тухрĕ.
Ун умĕн Вячеслав Александрова театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ, РФ, ЧР Патшалăх премийĕсен, Раççейри театрсен «Ылтăн маска» наци премийĕн лауреачĕ Валерий Яковлев, театрăн директорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Владимиров, ЧР культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн председателĕ Светлана Демидова, Чăваш наци конгресĕн президиумĕн членĕ, Канаш район ентешлĕхĕн ертÿçин çумĕ Николай Лукиянов, Канаш районĕнчи Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Михайлов, вырăнти вăтам шкул директорĕн çумĕ Олимпиада Иванова, ЧР Театр деятелĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев, савнă мăшăрĕ Галина Петровна саламларĕç, Вячеслав Викентьевичăн кун-çулĕпе пултарулăхне тивĕçлĕ хак пачĕç. Тăван ялĕнчи «Пинер» фольклор ансамблĕ ентешĕсенчен юрă-кĕвĕ саламĕ çитерчĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн укерчĕкĕсем.

20 февраля – Послание Президента России Федеральному Собранию
Послание Главы Чувашии
Послание Президента России Федеральному Собранию
2019 год - Год театра в России
Культура. Гранты России
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф