Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Новости

16.04.2019
Артисты ЧГАДТ им.К.В.Иванова в Заводоувковске Тюменской области
Артисты ЧГАДТ им.К.В.Иванова в Заводоувковске Тюменской области

Тюмень тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче чӑваш культура кунӗсем пыраҫҫӗ. Ӑна Тюмень облаҫӗн ертӳлӗхӗ пулӑшнипе кунти чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийӗ йӗркеленӗ. Чӑваш Республикинчи культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе вара Тюмень тӑрӑхне К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ икӗ спектакльпе килнӗ.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Заводоувковск хулинчи хӑтлӑ культура керменӗнче кӑнтӑрла - ачасем валли вырӑсла "Как Настя чуть Кикиморой не стала" юмах кӑтартрӗҫ. Ачасем чӑваш театрӗн спектакльне питӗ хапӑл йышӑнчӗҫ. Каҫхине 18.00 сехетре аслисем валли Арсений Тарасов пьесипе лартнӑ "Туя туй пек тӑвар-и?" камичӗ вара Ҫӗпӗрте пурӑнакансене ӑша тытсах култарчӗ. Кунта чӑвашсем кӑна мар, ытти халӑх ҫыннисем те синхронла куҫарупа нумаях пулмасть 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ чӑваш театрӗн спектакльне кӑмӑлтан савӑнса пӑхрӗҫ. Артистсем ку тӑрӑхра пӗрремӗш хут пулнипе яваплӑха туйса тата та тӑрӑшса вылярӗҫ.
Спектакльте икӗ ача пӗчӗк роль выляҫҫӗ. Шупашкар ачисене илсе килме чӑрмавлӑ пулнипе ку сӑнарсене Тюмень хулинче пурӑнакан 11 ҫулхи Аркадийпе 5 ҫулхи Ева ӑнӑҫлӑ кӗчӗҫ. Шупашкартан килнӗ сумлӑ театр ыран, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тюмень хулин драма театрӗнче ачасем валли тата аслисем валли спектакльсем кӑтартрӗҫ. Шанас килет, куракансем унта та пушӑ вырӑн хӑвармӗҫ.

Аса илтеретӗп, чӑваш театрӗ ку тӑрӑхра пӗрремӗш хут!

ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева. (Автор сӑнӳкерчӗкӗсем).

20 февраля – Послание Президента России Федеральному Собранию
Послание Главы Чувашии
Послание Президента России Федеральному Собранию
2019 год - Год театра в России
Культура. Гранты России
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф