Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Новости

18.04.2019
Артисты ЧГАДТ им.К.В.Иванова завершили акцию "Театральный мост Чувашии" в Сибири
Артисты ЧГАДТ им.К.В.Иванова завершили акцию "Театральный мост Чувашии" в Сибири

Чӑваш артисчӗсем тараватлӑ ентешсемпе сывпуллашса килелле ҫул тытрӗҫ

Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тюмень тӑрӑхне гастроле килнӗ К.В.Иванов ячӗллӗ чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Тобольск хулинче экскурсире пулчӗҫ. Тюменьтен Тобольска ҫитиччен вӗсене Ҫӗпӗрти чӑвашсен историйӗ, йӑхташсем кунта мӗнле куҫса килни ҫинчен Уралпа Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш пӗрлӗхӗсен Канашӗн председателӗ Владимир Логинов тавра пӗлӳҫӗ каласа парса пычӗ. Ҫула май Ярково районӗнчи Покровское ялӗнчи Г. Распутин музейне кӗрсе курчӗҫ. Тобольска ҫитсен хула тӑрӑх кӑсӑклӑ экскурси йӗркелерӗҫ. Чӑваш Ен делегацине ӑшпиллӗн кӗтсе илнинче паллах Тюмень облаҫӗн правительствипе чӑвашсен "Тӑван" ассоциацийӗн тӳпи пысӑк. Малтанах чӑваш артисчӗсене, театр ӗҫченӗсене Никита Бичурин иеромонах пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсенче илсе кайса кӑтартрӗҫ. Кунти "Тӑван" ассоциаци иеромонаха асӑнса нумаях пулмасть вӑл ӗҫленӗ ҫурт ҫине ӑсӑну хӑми ҫакнӑ. Чӑвашран килнӗ театр ӗҫченӗсем ӑсӑну хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Каярахпа Тобольск кремлӗпе, "Чӑваш тӑвӗпе" паллашрӗҫ, ытти паллӑ вырӑнсенче пулчӗҫ. Артистсем Тобольскӑн историллӗ вырӑнӗсемпе питӗ кӑсӑкланса паллашрӗҫ, экскурси вӗсене килӗшрӗ. Ҫула тухиччен кӑшт вӑхӑт юлнипе усӑ курса хӑнасене Тюмень хули ҫумӗнчи Боровское поселокӗнче хӑйсен ҫурчӗпе пурӑнакан Михайловсем патне хӑнана илсе кӗчӗҫ. Кунта Канаш районӗнчи Асхва ялӗнчен куҫса килнӗ кил хуҫисем хӑтлӑ ҫуртра, тулӑх пурнӑҫҫӗ. Тараватлӑ мӑшӑр Наталья тата Александр тӑватӑ ача ҫитӗнтереҫҫӗ. "Тӑван" ассоциаци ӗҫӗнчен те пӗрре те юлмаҫҫӗ. Вӗсем артистсене ӑшпиллӗн хӑналаса ячӗҫ. Кунти чӑвашсем ҫапла илемлӗ те ҫителӗклӗ пурӑнма пултарнипе савӑннӑ артистсем Михайловсене тав туса инҫе ҫула, Шупашкара ҫул тытрӗҫ.
Тепри тӗл пуличчен, ентешсем!

ЧНК пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева. (автор сӑнӳкерчӗкӗсем).

20 февраля – Послание Президента России Федеральному Собранию
Послание Главы Чувашии
Послание Президента России Федеральному Собранию
2019 год - Год театра в России
Культура. Гранты России
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф