Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Новости

15.11.2019
Прошел День памяти Геннадия Терентьева
Прошел День памяти Геннадия Терентьева

Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш халӑх артисчӗн Геннадий Терентьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.
Аса илӳ каҫне артистсем, чӑваш сценин ӑстисене хаклакансем пуҫтарӑннӑ.
Геннадий Терентьевӑн мӑшӑрӗ Елена Константиновна та аса илӳ каҫне пынӑ. Вӑл мӑшӑрӗ пирки ӑшшӑн аса илнӗ. «Урӑх хӗрарӑм ман упӑшка ҫине пӑхмасть пулсан вӑл мана та кирлӗ мар. Пӗрле пурӑннӑ чухне пӗрне-пӗри лайӑх пӑхасшӑн пулнӑ. Таҫта каймалла пулсан хитре костюм тӑхӑн тенӗ», — ҫапларах каланӑ вӑл. Мӑшӑрӗ ялан ӗҫре пулнӑ пирки ӗҫке-ҫике те, туя та тухса ҫӳрейменнине пытарман вӑл. Ара, артист пурнӑҫӗ ҫапла пулнӑ.
Геннадий Терентьев — паллӑ драматург, актёр. 1929 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17 Чӑваш Енӗн Вӑрмар районӗнчи (халӗ Тӑвай районӗ) Кивӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2006 ҫулхи ака уйӑхӗн 13 Шупашкарта вилнӗ.

 
 
20 февраля – Послание Президента России Федеральному Собранию
Послание Главы Чувашии
Послание Президента России Федеральному Собранию
Культура. Гранты России
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф