Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Новости

24.06.2020
Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет со 100-летием образования Чувашской автономии

 

Хаклă ентешсем! 

Сире Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп.

Ҫак уяв тăван ене юратакан, унăн хăйне евĕрлĕ кун-ҫулĕпе, ăс-хакăлĕпе культурин паха еткерлĕхĕпе мăнаҫланакан мĕнпур ҫын­на пĕрлештерет.

Чăваш халăх историйĕ кăсăк та пуян, вăл нумай-нумай ĕмĕре тăсăлать. Ҫапах та чăваш патшалăхĕн кун-ҫулне уйрăммăн илсен, унăн юлашки 100 ҫулхи тапхăрĕнче пирĕн аслă ҫĕршывăмăрта мĕн пулса иртни туллин те уҫăмлăн сăнарланнă.

Малалла ҫирĕппĕн аталанма пулăшакан вăй пирĕншĕн хуть ăта халăхăмăрăн ĕҫченлĕхĕ пулса тăрать. Вăрҫăчченхи ҫулсенче Чăваш Ен хут пĕлменлĕхе пĕтерес енĕпе малта пыракан автономисенчен пĕри шутланнă. Республика ҫав тапхăрта хытă сийлĕ ҫул­сем тăвас енĕпе малта пынă, ҫавăншăн ăна Ленин орденĕпе чысланă.

Чваш Ен ывăлĕсемпе хĕрĕсем Ҫĕнтерĕве ҫывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă, вăрҫă хыҫҫăнхи ҫулсенче Тăван ҫĕршыва аркануран чĕртсе тăратнă, тĕнче уҫлăхне ҫул хывнă.

Халĕ Чăваш Республики умĕнче ҫĕнĕ майсем уҫăлаҫҫĕ. Вĕсе­не пурнăҫа кĕртме географи тĕлĕшĕнчен лайăх вырăнта вырнаҫни, пирĕн питĕ ырă та уҫă чунлă халăхăмăр, культурăпа ĕҫ тата ăслăлăх йăли-йĕркисем пулăшаҫҫĕ.

Чăваш автономийĕ 100 ҫул тултарнине эпир ҫăмăлах мар лару-тăрура, анчах та тивĕҫлĕ кăтартусемпе кĕтсе илетпĕр. Малта – ҫĕнĕ инҫетсем, ҫĕнĕ тĕллевсемпе ҫитĕнÿсем. Кулленхи ĕҫĕмĕре тата кашнин професси ăсталăхне пула пирĕн тăван ҫĕрĕн вăй-халĕпе пуянлăхĕ ÿсет. Сире ырă пуҫарусенче ҫитĕнÿсем тума, ҫирĕп сыв­лăх, ырлăх тата хастарлăх сунатăп. Чăваш халăхĕн ҫитĕнĕвĕсемпе тивĕҫлипе мухтанар тата вĕсене ÿстерсе пырар! 

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан                                Олег Николаев

 

 

 

Дорогие земляки!

Сердечно поздравляю Вас со 100-летием образования Чувашской автономии.

Этот праздник объединяет всех, кто любит наш край, гордится его уникальной историей, богатым духовным и культурным наследием.

История чувашского народа – многовековая. Но если взять отдельно историю чувашской государственности, последние 100 лет отражают все, что происходило в нашей огромной стране.

Залогом уверенного движения вперед всегда было трудолюбие нашего народа. В довоенные годы Чувашия стала одной из автономий – лидеров по решению проблемы безграмотности населения. Республика была передовиком по строительству дорог с твердым покрытием, за что награждена  орденом Ленина.

Сыновья и дочери Чувашии внесли свой вклад в Победу, восстанавливали Родину после войны, покоряли космос.

Сейчас перед Чувашской Республикой открываются новые возможности. Этому способствуют уникальное географическое положение, наш очень добрый и отзывчивый народ, трудовые, культурные и научные традиции.

Столетие Чувашской автономии мы встречаем в непростых условиях, но с достойными результатами. Впереди – новые горизонты, новые задачи и свершения. Благодаря ежедневному труду и профессиональным достижениям каждого из нас растут сила и благосостояние нашей малой родины. Желаю всем успехов в добрых начинаниях, крепкого здоровья, благополучия и оптимизма. Гордитесь достижениями чувашского народа и приумножайте их!

 

Временно исполняющий обязанности

Главы Чувашской Республики                                                          Олег Николаев

 

 

 

 

 

Культура. Гранты России
Послание Президента России Федеральному Собранию
Послание Главы Чувашии
100 летие образования чувашской автономной области
Послание Президента России Федеральному Собранию
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф