Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Новости

19.10.2020
Газета "Республика" о премьере «Кĕтÿç»

Ку эрнекун, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Владислав Николаев çырнă «Кĕтÿç» пьесăпа лартнă «Кĕтÿç» мелодрама сцена çине тухрĕ. Мĕн çинчен вăл, мĕнлерех ыйтусем çĕкленĕ спектакльте – ăна лартнă режиссертан Василий Ивановран ыйтса пĕлтĕмĕр:

– Пьесăпа чылай ĕçлерĕмĕр эпир, тĕрĕссипе, ака уйăхĕнчех пулмаллаччĕ премьера. Анчах пурнăçра тĕрлĕрен сиксе тухать-
çке... Пандемие пула çăмăл мар лару-тăрăва лекрĕмĕр, анчах та нумай алă усса ларман, онлайн мелĕпе çыхăнса ĕçлемелли майсем тупрăмăр. Видео-конференц çыхăнăвĕ евĕр тĕрлĕ меслет те пур, артистсем килĕсенче ларса театрта пухăннă пекех пĕр-пĕрне кураççĕ, илтеççĕ. Çапла вара вуласа, репетицисем ирттерсе тăтăмăр, тĕрлĕ вариант шырарăмăр, çĕнетрĕмĕр – çу тăршшĕпе пьесăна манса кайма паман.
Пьесăпа ĕçлеме питĕ интереслĕ пулчĕ. Унта икĕ тĕп йĕр пырать: социаллă пурнăç тата юрату. Тĕп сăнар – Михха кĕтÿç – пурнăçри чылай япалапа килĕшмест, килĕшменни çинчен пуçлăхсене куçран калама та хăрамасть енчен те вăл хăйне тĕрĕс тесе шухăшлать пулсан. Вăл çапла чунĕ ыйтнипе хăтланать. Çакă та ăна кĕтÿç пурнăçĕ патне илсе çитернĕ, мĕншĕн тесен ытла тÿрĕ çынна юратса каймаççĕ. Чăн пурнăçра та çавăн пекех. Юрату йĕрĕ те пьесăра питĕ вырăнлă, пĕлтерĕшлĕ.
Пьеса паянхи пурнăçпа тачă çыхăннă, питĕ актуаллă. Паян чылай интеллигент, аслă пĕлÿллĕ, тепĕр чухне икĕ-виçĕ аслă пĕлÿ илнĕ çынсем пурнăç айккинче тăрса юлаççĕ. Çав вăхăтрах ытларах чавсипе хирсе çул хывма хăнăхнисем йышланчĕç, пĕлĕвĕ-пултарулăхĕ те çук темелле, анчах чышкисемпе питĕ лайăх ĕçлеме пултараççĕ унашкаллисем. Вĕсене пурнăçра ытларах ăнать темелле-и, хăйсен вырăнне – укçаллă, çемçе пуканлă вырăна – çăмăллăн тупма пултараççĕ.
Спектакльте кулăшла самантсем те нумай, çавăнпа та унăн жанрне эпĕ трагикомеди е трагифарс теме пултаратăп. Ялти кулленхи пурнăçа сăнлани теççĕ ĕçтешĕмсем, çапах та ман ун пекех калас килмест, мĕншĕн тесен кунта тĕп сăнар кĕтÿç кăна мар, вăл – поэт, вăл Шекспира чăвашла куçарать – тĕп сăнар спектакль тăршшĕпе асапланать, унăн пурнăçĕнче чăнлăхпа пуçĕнче мĕн пулса иртни пĕрлешсе явăçса каяççĕ. Спектакльте чăвашсене канăç паман ыйту нумай, куракан унта чун апачĕ тупатех – «Кĕтÿç» хăйĕн кураканне тупасса, халăх ăна йышăнасса, килĕштерессе шанатăп.
Артистсене сăнарсене валеçнĕ чухне, паллах, театрăн илемлĕх ертçÿçипе Валерий Яковлевпа канашланă эпĕ. Вячеслав Александрова тĕп роле калăплама тата Генка сăнарне Алексей Степанова пама хам çине тăрса ыйтрăм. Пирĕн театр харăсах виçĕ премьера хатĕрлет, çавăнпа мĕнле артиста хăшĕнче выляттарассине те шута илтĕмĕр. 

Куракансене пĕлсе шута илмеллине хыпар! 

Театрсене респираторсемпе е маскăсемпе çеç кĕртеççĕ.
Театра кĕнĕ чухне пуринне те температура виçĕç, енчен те сунас таврашпа аптрасан, ÿсĕрсен е температура 37 градусран пысăкрах пулсан кĕртмеççĕ; театрта пĕр-пĕринчен 1,5 метрта пулмаллине, вырăн сиктерсе лармаллине шута илмелле. 

"Республика" хаçатран илнĕ сыпăк. Владислав ДМИТРИЕВ çырнă.
Сергей Журавлев сăнÿкерчĕкĕсем

 

Культура. Гранты России
Послание Президента России Федеральному Собранию
Послание Главы Чувашии
100 летие образования чувашской автономной области
Послание Президента России Федеральному Собранию
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф