Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Новости

02.04.2021
«Чĕнтĕрлĕ чаршав» кăларăмра эрнесерен Республикăри театрсен кун-çулĕпе радиоитлекенсене паллаштараççĕ
«Чĕнтĕрлĕ чаршав» кăларăмра эрнесерен Республикăри театрсен кун-çулĕпе радиоитлекенсене паллаштараççĕ

 «Чĕнтĕрлĕ чаршав» кăларăмра эрнесерен Республикăри театрсен кун-çулĕпе радиоитлекенсене паллаштараççĕ. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çак кăларăмра Чăваш Ен пуçлăхĕ çирĕплетнипе 2021- мĕш çул Чăваш Енре Сăрпа Хусан хÿтĕлев Чиккисене тăвакансен  ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пирки тата 25-мĕш пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пирки Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕпе Светлана Анатольевна Каликовăпа, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен тата К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕсен директорĕсемпе Елена Васильевна Николаевăпа тата Юрий Мефодьевич Владимировпа тĕлпулу иртрĕ.

Юрий Мефодьевич палăртса хăварнă тăрăх, К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ «Инкеклĕ телей» (Счастье горькое) спектакле Юлия Николаева калавĕ тăрăх, Сергей Павлов инсценировкипе лартнă. Ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавма хутшăннисен ĕçне тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ кунне халалланă.

«Инкеклĕ телей» спектакль пирĕн çĕршывăн тата республикăн историйĕнчи çĕнĕ страницисене уçса парать, вăл вăхăтри йывăр кунсене кăтартса парать.

Пуласлăхпа ĕмĕтленсе пурăнакан çынсен пурнăçне вăрçă тепĕр май çавăрса ярать. Вăл çынсене чăнах та тимĕре туптанă пек туптама пуçлать. Арçынсем вăрçă хирĕнче тăван çĕршыва хÿтĕлесе çапăçаççĕ, аманаççĕ, пуçĕсене хураççĕ.

Тылра хĕрарăмсем, ватăсем, ачасем йывăр ĕçе кÿлĕнеççĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр, выçăллă-тутăллă, шартлама сивĕре вĕсем окоп чавнă çĕрте те ĕçлеççĕ, арçын тăвакан йывăр ĕçсене тăваççĕ.

Çĕнĕ ĕçе пĕрремĕш хут ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче куракан патне çитĕ.

Спектакль режиссерĕ тата художникĕ - СССР халăх артисчĕ, ЧР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, Раççейри театрсен «Ылтăн маска» наци премийĕн лауреачĕ Валерий Яковлев.

Послание Президента России Федеральному Собранию
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф