Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Спектакли

Пĕртен-пĕрескерĕм / Единственная моя
Мелодрама в 2-х действиях
Единственная моя

Спектакль о любви и человеческих ценностях, о душевных муках в поиске настоящего счастья. Персонажи пьесы – современные студенты.

Анюта и Женя любят друг друга, но ему в жизни важна карьера, а ей – любимое дело. В день их свадьбы Женя соглашается на заманчивое предложение студентки иняза  Виолеты - уехать с ней в Москву, где ее отец занимает пост заместителя министра. Анюта в свадебном наряде. Ждет жениха. Прибывшие подруги сообщают ей о поступке Жени. Анюта отказывается в это  верить. Сокурсник Ваня хочет, чтобы Аня стала его женой и идет на крайние меры – подкупает учительницу Раису Николаевну, а  переживания Анюты для него не в счет. От сильного стресса Аня теряет рассудок и становится частым гостем психиатрической больницы. Об этом случайно узнает Женя, который не смог построить семейного счастья с Виолетой и, осознав свой непростительный шаг, помогает Ане вместе с Митяем вылечиться. Митяй давно любит Аню, но не смеет ей об этом признаться и, пользуясь случаем, предлагает ей руку и сердце.
С кем же останется Аня?
Режиссер-постановщик спектакля и художник – народный артист СССР Валерий Яковлев. Режиссер - заслуженная артистка ЧР Наталия Сергеева.

 - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - - 

Пьеса – юратупа ултав, çынлăх хаклавĕсем çинчен, чăн телей шыракан çамрăксен чун асапланăвĕ çинчен. Пьесăри ĕçсем паянхи кун пулса иртеççĕ, унти  персонажсем –  студентсем.
Анютăпа Женя ăнсăртран тĕл пулса пĕр-пĕрне юратса пăрахаççĕ. Кĕвĕçекен хĕр-тусĕсем вĕсене уйăрасшăн. Суйкка Женьăна Виолетăпа явăçтарасшăн. Лешĕ – пуян хĕр, уншăн тем пама та хатĕр. Суйккапа Виолета Анютăна илемĕшĕн, пурте ăна юратнăшăн кĕвĕçеççĕ. Виолта каччăна тем пекех астарма тăрăшать. Ваня вара Анютăна Женьăран туртса илесшĕн, тек-текех ăна кĕвĕçет, хирĕçет.
Рита – Анютăн чăн çывăх тусĕ. Вăл хĕр-тантăшне телей сунать, уншăн хыпăнса çунать.
Женьăпа Анюта паркра пĕрле пулаççĕ, пĕрлешме калаçса татăлаççĕ, çакна ыттисене те систереççĕ. Ку вут çине краççын сапнă пекех пулса тухать. Виолета Женьăна çавăрса илет-илетех, карьерăпа астарса (унăн ашшĕ Мускавра министр çумĕ пулса ĕçлет) хăвăрт ăна качча тухать, Мускава илсе каять.
Митяйпа Анюта – интернатра ÿснĕскерсем. Вĕсене хăйĕн ачи пулман Раиса Николаевна амăшĕ вырăнĕнче пăхса çитĕнтернĕ. Ыран туй кунĕ пулмалли каç Анюта унта çĕр каçать. Ирхине туй кĕпи тăхăнса Женьăна кĕтсе лараканскер патне хĕр тусĕсем  килсе çитеççĕ те Женя сасартăк авланни çинчен, Виолетăна качча илсе Мускава тухса кайни çинчен пĕлтереççĕ. Ку хыпара нимпе те ĕненесшĕн мар хĕр. Пăшăрханаканскер патне тата Митяйпа Ваня килсе çитеççĕ, çав хыпарах тепре пĕлтереççĕ. Ваня Анютăна хăйне качча тухма ыйтать, Женя пирки хурласа тем те каласа пĕтерет. Анютăн чĕри татăлсах анать. Ку çитмест, Ваня Раиса Николаевнăна пĕр пачка укçа парса Анютăна хăйне качча тухма ÿкĕте кĕртме ыйтать. Çавăн чухлĕ укçана курсанах учительницăн пĕтĕм кăмăлĕ пач тепĕр май çаврăнса ÿкет. Вăл пикенсех Анютăна Ваньăна качча тухма хистеме пуçлать. Митяй çакна курса тăрса Ваня Раиса Николаевнăна укçалла сутăн илни пирки пурин умĕнче те пĕлтерет.
Хытă карăнтарнă хĕлĕх пекех татăлса каять Анютăн чунĕ, вăл тăнсăр пулса персе анать.
3-мĕш актра паркра  хăй çине – фуфайка, урине кирза атă тăхăннă  шăрт пек çÿçлĕ хĕр ача çапкаланса çÿрет. Ку – ухмаха тухнă Анюта. Сасартăк Женя пырса кĕрет, анчах вăл малтанах Анютăна палламасть, унтан калаçнă майăн тимлесе пăхсан, хăйĕн юратнă Анюти иккенне ăнланать. Ÿкĕнÿ куççулĕ, чун асапланăвĕ…
Митяй пырса çитет. Икĕ каччă хирĕçсе каяççĕ. Юлашкинчен Анютăна психиатри больницине хумалли пирки калаçса татăлаççĕ.
Акă, Анюта – больницăра. Женя унăн пуç вĕçĕнчен кайма пĕлмест. Митяй – ăна сыватакан тухтăр. Хăйĕн пĕтĕм ăсталăхне, вăй-халне, юратăвне, чун ăшшине вăл савнă хĕрĕшĕн пама хатĕр. Каччăсем каллех хирĕçеççĕ. Ваня та килсе çитет, Анюта вăранасса, хăйĕн пуласса ĕмĕтленет. Анюта валли вара хаклă эмелсем кирлĕ. Ăна Суйкка çеç тупма пултарать. Вăл халĕ – пасарти  пуян сутуçă. Рита Ваньăна Суйкка урлă эмелсем тупса пама ыйтать. Анчах Суйкка Ваня хăйне качча илсен çеç çав эмелсене тупса пама килĕшет. Ваня аранах килĕшет. Суйкка вара Виолета урлă ют çĕршывра туса кăларнă хаклă эмел туянса килет.
Анюта сывалать, ырă чунлă, йăваш кăмăллă, хăйне парăнса юратакан Митяя Анюта килĕштерме пуçлать, пурнăç малашлăхĕ унпа çеç иккенне ăнланать.
Пилĕк çултан пурте пĕрле тĕл пулăва пухăнаççĕ. Виолета килсе çитнĕ, Женьăна курасшăн, тепĕр хут çавăрасшăн. Унăн ашшĕ халь чăрмантараймасть ĕнтĕ, махинацисем тунăшăн тĕрмере ларать. Суйккапа иккĕшĕ вĕсем Анюта тепĕр хут чĕрĕлсе тата ытларах илемленнине курнипе пушшех кĕвĕçме пуçлаççĕ.
Митяйпа Женя Анютăшăн тепĕр хут хытă хирĕçсе каяççĕ. Вара Анютăпа Митяй иккĕшĕ çак кунсенче ЗАГСра хут уйăрттарни çинчен, вĕсене туя чĕнесшĕн пулни, анчах та тĕл пулу урăхла пулса тухнишĕн пăшăрханни пирки калаççĕ. Çамрăк мăшăрсем сыв пуллашса тухса каяççĕ. Пурте ним чĕнейми пулса тăраççĕ. Женя çеç хăвăрт тăна кĕрет те тепĕр еннелле васкса тухса каять.

Дата ближайшего показа спектакля

29 ноября 2018Афиша на месяц
Михаил Игнатьев обратился с ежегодным Посланием Государственному Совету и народу Чувашии
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Послание Главы Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф