Внимание! Чтобы вам были доступны все наши сервисы, пожалуйста, включите JavaScript! Как это сделать?

Спектакли

Кĕтÿç / Пастух
Мелодрама в 2-х частях
Пастух

Главный герой Петрович (он же Михха, дядя Миша, Михаил Петрович Борисов), бывший сельский учитель, теперь уже пастух, когда то перевел «Король Лир» Шекспира, Лермонтова и других поэтов. Его бывшая возлюбленная Вера Петровна замужем за богатого бизнесмена Владимира Семеновича, который воспитывает дочь Михаила Свету. Но об этом кроме Веры Петровны никто не знает. Но, хватит ли у нее мужества признаться в этом? Осмелится ли она на такой отважный шаг? Да, она раскрыла свой секрет. И что же дальше?.. Обо всем этом мы узнаем в финале спектакля «Кĕтÿç»  (Пастух).
Режиссер трагикомедии Василий Иванов, художник – народный артист СССР Валерий Яковлев.

 «Кĕтÿç» спектакльти тĕп сăнар – Михха (вăлах Петрович, Мишша тете, Михаил Петрович Борисов) хăй вăхăтĕнче шкулта  ĕçленĕ, ачасене чăваш чĕлхипе литературине, тăван халăх культурине вĕрентнĕ. Вăл пурнăçри чылай япалапа килĕшмест, килĕшменни çинчен пуçлăхсене куçран калама та хăрамасть. Çакă ăна кĕтÿç пурнăçĕ патне илсе çитернĕ те ĕнтĕ. Спектакль паянхи пурнăçпа тачă çыхăннă: чылай аслă пĕлÿллĕ çынсем пурнăç айккинче тăрса юлаççĕ. Çав вăхăтрах ытларах чавсипе хирсе çул хывма хăнăхнисем йышланчĕç, вĕсене пурнăçра ытларах ăнать темелле, вĕсем укçаллă, çемçе пуканлă вырăн çăмăллăн тупма пултараççĕ.
Анчах темле сÿрĕк пулсан та пурнăç малаллах шăвать: çамрăксем пĕр-пĕрне юратаççĕ, çемье çавăраççĕ, Петрович кĕтÿç вара Шекспир, Лермонтов хайлавĕсене чăвашла куçарать...
Юрату теми те пьесăра питĕ вырăнлă, пĕлтерĕшлĕ спектакльте.
Пурнăçра пĕчĕк утăм та пысăк йăнăша тÿрлетме пултарать иккен. Анчах çав йăнăша çийĕнчех тÿрлетме кашнин хăюлăх çитет-ши геройсен; Çук пулсан, пурнăçĕ пач урăхла çаврăнса кайма пултарать-çке-ха...
«Кĕтÿç» мелодрамăра кулăшла самантсем те, канăç паман ыйтусем те нумай. Куракан унта чун апачĕ тупасса, ăна йышăнасса, килĕштерессе шанатпăр.

Спектакль лартакан режиссерĕ – Василий Иванов, художникĕ – СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев.

Дата ближайшего показа спектакля

16 декабря 2020Афиша на месяц
Культура. Гранты России
Послание Президента России Федеральному Собранию
Послание Главы Чувашии
100 летие образования чувашской автономной области
Послание Президента России Федеральному Собранию
Официальный интернет-портал органов власти
Минкультуры Чувашии
Портал государственных услуг Чувашии
Культура.рф