Спектакли

Кĕçех, кĕçех Çĕнĕ çул! Уявра выля та савăн, кул! Пурте, аслисенчен пуçласа пĕчĕккисем таран, темĕнле асамлăха кĕтеççĕ çак уявран. Паллах, асамлăха парнелекенни – шур сухаллă Хĕл Мучи.
Уяв умĕн чăваш драма театрĕ «В поисках Хĕл Мучи» (Хĕл Мучине шыраса) квест-вăйă йĕркелет. Пурин те уявра капăр чăрăш тавра карталанса юрлас-ташлас килет. Пĕчĕк парне те кăмăла çĕклеме шантарать. Анчах та… Çĕнĕ çул «хуçи» таçта çухалнă.
Апла пулсан уяв кăмăлĕ хуçăласси те часах. Çапла ан пултăр тесен тусăмăрсене пĕтĕм тавçăрулăха хута ярса çула тухма сĕнетпĕр – Хĕл Мучине шырама. Çул çинче темĕнле чăрмав та тĕл пулĕ, паллах, вĕсене парăнтарма тивет.
Квест-вăйă ачасене уяв асамлă кăмăлне парнелĕ.
Хĕл Мучине халалланă вăййа хутшăнмашкăн театр декабрь уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа январĕн 7-мĕшĕччен тараватлăн хăйĕн алăкĕсене уçать. 16.00 сехетре пуçланать.
Скоро, скоро Новый год! Это праздник чудес и веселья, время без забот. Все, от мала до велика, ждут от него волшебства, исполнения желаний. Но какое же волшебство без бородатого и доброго Хĕл Мучи? В преддверии праздника чувашский драматический театр приглашает всех желающих на квест-игру «В поисках Хĕл Мучи» (Хĕл Мучине шыраса). Ведь все хотят водить хоровод вокруг празднично наряженной елки вместе с главными действующими персонажами Нового года – Хĕл Мучи и Юрпике, получать от них незабываемые подарки на память, но… Хĕл Мучи затерялся в пути!
Казалось бы, праздник безнадежно будет испорчен. Но не тут-то было! Нашим друзьям предлагается пустить в ход всю свою смекалку, эрудицию и смело кинуться в путь – самим отправиться в «Поиски Хĕл Мучи». Их ждут увлекательные задания и разные препятствия.
Квест для детей - это приключение, которое поможет окунуться в волшебную атмосферу праздника.
На квест-игру, посвященную Хĕл Мучи, театр гостеприимно распахнет двери с 22 декабря по 7 января. Начало в 16.00 часов.